Видеоматериалы

Шупашкарăн - çĕнĕ ертӳçĕ

Шупашкар хула пухăвĕн депутачĕсен черетлĕ 25-мĕш ларăвĕ иртрĕ. Кун йĕркинче 4 ыйту пулчĕ. Вĕсенчен пĕри Шупашкар хула пуçлăхне суйлассипе çыхăннă. Депутатсем камшăн сасăланă-ши? Тĕплĕнрех – пирĕн сюжетра.

Шупашкар хула пухăвĕн депутачĕсен паян питĕ яваплă та пĕлтерĕшлĕ ыйтăва татса памалла пулчĕ. Çĕнĕ ертӳçĕшĕн сасăламалла. Малашне çак тилхепене тытса тытса пыма вĕсем Евгений Кадышева суйларĕç. Депутатсем пурте пĕр шухăшлăн пулса унăн кандидатурине ырларĕç. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Леонид Черкесов, Шупашкар хула администрацийĕн ертӳçи Денис Спирин, Шупашкар тата Чăваш Ен митрополичĕ Савватий ăна Шупашкар хулине малалла аталантарма, çĕнĕ проектсем пурнăçа кĕртме ăнăçу, пуçарулăх, сывлăх сунчĕç.

– Евгений Николаевич, сире суйлав ячĕпе саламласа малалла палăртнă тĕллевсене питĕ хастаррăн пурнăçа кĕртсе пыма сунатăп.

СЕРГЕЙ МУРАВЬЕВ: «Вăл хулан хуçи пулнă иртнĕ созывсенче. Питĕ лайăх кăтартрĕ хăйне. Питĕ лайăх ĕçлерĕ. Çавăнпа пĕтĕм депутат ăна суйларĕç». 

 

Сегодня в эфире

Программа передач на 09.02.2023

Список пуст

Лица компании
Наш уникальный коллектив — особая гордость

Программа телепередач

ПнВтСрЧтПтСбВс