Видеоматериалы

Çĕнĕ технологисемпе усă кураççĕ

Чăваш Енри пĕр предприятире кĕçех тимĕре шăратса калăплас вырăнне сивĕлле ĕçлемелли технологисене хута яма палăртнă. Çав тĕллевпе производствăра фуран тата фенол сухăрĕсемпе усă курасшăн. Ку енĕпе хатĕрленĕ инвестици проектне валли предприяти 350 миллион тенкĕ хывнă.

Производство калăпăшне пысăклатма, çĕнĕ продукци шутне анлăлатма май парасса шанаççĕ çак технологине хута яракансем. «Промлит» Шупашкар тракторĕсем валли пĕрремĕш хатĕрсем кăларма пуçланăранпа çак кунсенче 45 çул çитрĕ. Вĕсене çак пулăмпа Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев та саламларĕ. 1977-мĕш çулхи авăн уйăхĕн 30-мĕшĕнче Чăваш Енĕн машиностроени тытăмне çĕнĕ варкăш кĕнĕ. «Промлит» предприяти йĕркеленнĕ. Туслă коллективпа çулсерен тĕрлĕ тĕллевсене пурнăçласа пырса хальхи вăхăтра вĕсем ура çинче çирĕп тăраççĕ. Çавнашкал предприятисене пĕр тĕвве пуçтарма республикăра малашне машиностроени предриятийĕсен кластерĕ ĕçлесе каймалла.

«Вĕсен аталану стратегийĕ пулмалла», – терĕ республика Пуçлăхĕ çак тытăмра тăрăшакансене саламланă май. Производство хăвачĕсем ӳсеççĕ. Предприяти кăларакан техникăна та çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче туянаççĕ. Перекетлĕ производство технологийĕсене хута яраççĕ. Чăваш Республикин промышленность тата энергетика министрĕ Александр Кондратьев малашне машиностроени тытăмĕ валли çĕнĕ кадрсем тĕллевлĕ хатĕрлемелли çинчен каларĕ