Видеоматериалы

Хамăрăннисене пăрахмастпăр

Юпа уйăхĕн 7-мĕшĕнче Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче «Хамăрăннисене пăрахмастпăр» патриотла концерт пулать. Пултарулăх ушкăнĕсем, артистсем куракансене савăнтарĕç. Вăл 17:00 сехетре пуçланать. Ырă кăмăллăх концертне Чăваш Ен наци телевиденийĕн тӳрĕ эфирĕнче курма тата Чăваш наци радиовĕпе итлеме май пулать.

АВГУСТА УЛЯНДИНА: «Çак ыркăмăллăх концертне эпĕ паян чун-чĕререн хутшăнатăп. Сутăннă билетсен укçи-тенкине эпир Чăваш Республикин «Пĕрле» аталану фондне куçарса паратпăр. Çак йывăр вăхăтра, çак йывăр самантра пирĕн хамăр салтаксене, ентешсене, тăван çĕре сыхлакансене чĕререн пулăшас килет. Эпир Чăваш Республикинче ĕçлесе пурăнакан артистсем, ĕçтешсем яланах сирĕнпе пулма хатĕр. Пирĕн юрăсем сирĕн кăмăлăрсене çĕклеччĕр. Эпир шансах тăратпăр пирĕн пуласлăха». 

Сегодня в эфире

Программа передач на 09.02.2023

Список пуст

Лица компании
Наш уникальный коллектив — особая гордость

Программа телепередач

ПнВтСрЧтПтСбВс