Видеоматериалы

85 çул тултарнине халалласа

Инженер, педагог, патшалăх çынни. Илья Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче Чăваш АССРĕн аслă шкулĕн тава тивĕçлĕ ĕçченне Николай Григорьева халалласа сăн ӳкерчĕксен куравĕ уçăлчĕ.

ВАЛЕНТИНА СОКОЛОВА: «Вăл тĕлĕнмелле лайăх пуçлăх пулнă. Чи йывăр вăхăтра, 1990-мĕш çулсенче, пирĕн университет лайăх ĕçленĕ. Студентсем пулнă. Преподавательсене вăхăтра укçа парса тăнă».

Валентина Ивановна Николай Федоровича 20 çул ытла пĕлнĕ. Аслă шкулта вăл хĕрарăмсен канашне ертсе пынă. Пĕрлешĕвĕн чылай пуçарăвне пурнăçа кĕртме пулăшнă та Николай Федорович. Аслă шкулта вăл 35 çул ĕçленĕ. Куравра пурнăçри тĕрлĕ тапхăрти сăн ӳкерчĕксем, ăна халалласа çырнă кĕнекесем. Авăн уйăхĕнче тава тивĕçлĕ профессор 85 çул тултарнă пулĕччĕ. Курава уçма Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев та çитрĕ. Вăл Николай Федоровичăн çывăх тăванĕ. – Ман шутпа, питĕ хумхануллă самант пирĕншĕн пуриншĕн те. Унсăр пуçне çак самант питĕ савăнтарать тата та чуна. Николай Федорович Олег Алексеевич пурнăçĕнче пысăк вырăн йышăнать. Куккăшĕн тĕслехĕ ăна яланах вăй-хăват парса пынă. «Вăл вĕрентнипех эпĕ пысăк çитĕнӳсем тума пултарнă», – палăртрĕ республика ертӳçи 

Сегодня в эфире

Программа передач на 09.02.2023

Список пуст

Лица компании
Наш уникальный коллектив — особая гордость

Программа телепередач

ПнВтСрЧтПтСбВс