Видеоматериалы

Шупашкар районĕн экономика аталанăвне тишкерчĕç

Республика Пуçлăхĕ-- Олег Николаевăн ку эрнере ĕçлĕ çул çӳрев нумай пулчĕ. Вăл Шупашкар районĕнче те пулчĕ. Малтан ертӳçĕ ăратлă выльăх çитĕнтерекен предприяти ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕ. Çавăн пекех Кӳкеçри перчетке çыхакан производствăра та пулчĕ. Хыркассинчи питомникре вара çĕнĕ улма-çырла плантанцийĕсемпе паллашрĕ. Çăмаллатнă кредит пулăшнипе кунта кăçал производствăна çĕнетнĕ. Çулçӳреве респблика пуçлăхĕ Кӳкеçри культура çуртĕнче вĕçлерĕ. Кунта Шупашкар районĕн экономика аталанăвне тишкерчĕç.