Видеоматериалы

Спортсменсене хавхалану укçи пама сĕннĕ

Регион ертӳçи Олег Николаев çĕршыв шайĕнчи ăмăртусенче палăракан Чăваш Ен спортсменĕсене укçа парса хавхалантарма сĕннĕ. Çак шухăша вăл çăмăл атлетикăпа иртнĕ Раççей чемпионатне пĕтĕмлетнĕ ларура пĕлтернĕ.

 Çурла уйăхĕн 2-5 мĕшĕсенче иртнĕ çĕршыв чемпионатне Чăваш Енрен 20 спортсмен хутшăннă. Вĕсем 12 дисциплинăра ăмăртнă. Валентина Егорова ячĕллĕ 1-мĕш Олимп резервĕн спорт шкулĕн вĕренекенĕ Виктория Максимова 200 метра чупассипе ылтăн медаль çĕнсе илнĕ, 400 метр дистанцире 4 мĕш вырăн йышăннă. Сергей Морозов, Александр Алексеев, Анна Ильина малтисен ретне лекеймен пулсан та, ăмăртура лайăх кăтартусемпе палăрнă.

Республика ертӳçи Олег Николаев спортсменсене хушма укçапа хавхалантарма сĕннĕ. «Пирĕн спортсменсене тĕнче шайĕнчи ăмăртусене хутшанма вăхăтлăх чарнă, унта кайма палăртакансем валли вара маларах пăхса хунă укçа пур. Ăна çĕршыв шайĕнчи ăмăртусенче ылтăн медаль çĕнсе илекенсене, малти вырăнсем йышăнакансене пама сĕнетĕп», – палăртнă вăл