Видеоматериалы

Çăмăл атлетика енĕпе Раççей чемпионачĕ уçăлчĕ

Çурла уйăхĕн 2-мĕшĕнче Шупашкарти «Олимп» стадионĕнче çăмăл атлетика енĕпе Раççей чемпионачĕ уçăлчĕ. Çӳллĕ шайри ăмăртăва хутшăнма 70 регионтан 800-е яхăн спортсмен килсе çитнĕ. 4 кун хушшинче 44 награда пуххине вылянтарма палăртаççĕ. Ăмăртăвăн чи хĕрӳ саманчĕсене пирĕн пултарулăх ушкăнĕ те сăнать. Унта пирĕн репортĕр Юлия Адюкова ĕçлет.

ЮЛИЯ АДЮКОВА: «Чăваш Ен тĕп хули наци чемпионатне 9-мĕш хутчен йышăнать. Кăçал ăмăртусен программине самай анлăлатнă. Пьедесталăн çÿлти картлашки çине хăпарас, медаль çĕнсе илес тесе хальхинче хăвăрт утакансем те, нумай енлĕн ăмăртакансем те тупăшаççĕ. Чемпионат паян 9:00 сехетрех пуçланнă. Чи малтанах старта хăвăрт утакансем тухнă. Сăмах май калас пулсассăн, пĕрремĕш рекорд та пур. Челябинск облаçĕн чысне хӳтĕлекен Василий Мизинов 10 000 метра хăвăрт утассипе рекорд çирĕплетнĕ. Унăн вăхăчĕ 38 минут та 14 çеккунтпа танлашать. Рекордсем те, хаваслă кăмăл-туйăм та малашне те пулĕ-ха, мĕншĕн тесессĕн паян чемпионатăн пĕрремĕш кунĕ çеç-ха. Шанатпăр, пирĕн спортсменсем те Чăваш Ен чысне тивĕçлĕн хӳтелессе. Паллах ĕнтĕ, куракансен хаваслă кăмăл-туйăмĕ вĕсене çак ăмăртура тĕрлĕ енлĕн пулăшма пултарать. Сăмах май калас пулсассăн, куракансене ăмăртăва тӳлевсĕрех кĕртеççĕ».

– Паллах, çакăн пек пысăк соревнованисем Чăваш Республикинче иртни пирĕншĕн питĕ савăнăçлă япала. Унсăр пуçне питĕ яваплă. Олег Васильевич килнĕ май эпир хамăрăн шухăшсене те сӳтсе явса çитес вăхăтра пурнăçа кĕртсе пымалли тĕллевсене те çирĕплетсе хăвартăмăр. Ку ĕнтĕ тĕрлĕ енлĕ: ăмăртусем ирттересси те, инфраструктурăна аталантарасси