Видеоматериалы

Чарусене пăхмасăр аталанаççĕ

Чăваш Енри предприятисем ытти çĕршыва тавар сутасшăн. Анчах та чарусен тапхăрĕнче çакна тума çăмăл мар. Тĕллеве пурнăçлама экспорта аталантарассипе тимлекен центр пулăшмалла. Çĕнĕ Шупашкарти «Пике» фабрика центрпа тачă çыхăнса ĕçлет. Пĕрле ĕçленин витĕмĕ пур. Предприяти ют çĕршывсеме хутшăнусем аталантарать. Тум-тир çĕлеме, касма Итали çĕршывĕнчен çĕнĕ оборудовани кӳрсе килнĕ. Ăна нумаях пулмасть вырнаçтарнă. Хатĕре туянма промышленность аталанăвĕн фончĕн укçи пулăшнă. Ĕçе оборудовани хăех пурнăçлать. Çын сăнаса кăна тăрать. Ӳкерчĕк тăвать, перекетлесе касса кăларать, 40 минутран ĕç вĕçленет. Пайсене пуçтарса çĕлеме ăсатаççĕ. Çĕнĕ оборудовани ĕç тухăçлăхне ӳстерет. Çапах та хальлĕхе ăна туллин усă курмаççĕ. АРКАДИЙ ИВАНОВ: "Пирĕн пĕрремĕш курав пандемиччен Казахстанра пулнă. Эпир ун чухне экспорт аталантарассипе тимлекен центрпа ĕçлеме пуçларăмăр. Кăшăллă вирус алхаснипе темиçе курава ирттереймерĕмĕр. Нумаях пулмасть Казахстанра пултăмăр. Центр пире пулăшрĕ. Пирĕн тавара сутакансемпе тĕл пултăмăр. Сутлăх çаврăнăшĕ ӳсет". Казахстан, Беларусь, Таджикистан. «Пикен» паха тумтирне асăннă çĕршывсене ăсатаççĕ. Экспорт аталантарассипе тимлекен центр тĕрлĕ тĕпчев ирттерет. Ку предприятие ытти ют çĕршывпа та çыхăнусем тупма пулăшмалла. ГРИГОРИЙ ДАНИЛОВ: "Пике" фабрика экспорт енĕпе ăнăçлă ĕçлет. Продукци туса кăларассине ӳстерсе пырать. Паян кунта 50 çĕвĕç ĕçлет. Тата 150 çынна йышăнма пултараççĕ". Предприятинче ĕçе анлăлатма палăртаççĕ. Çакна саккасем ӳсни тума хистет. Эппин, паха тавар пулсан аталанăва нимĕнле чару та чăрмантармасть. Алексей Зотиков, Татьяна Молокова, Юрий Марков

Сегодня в эфире

Программа передач на 12.08.2022
«Республика». Хыпарсен кăларăмĕ (12+)
«Татьянина ночь». Многосерийный фильм (12+)
«Первая Мировая» (12+)
«Катя и Эф». Мультипликационный фильм (6+)
«Республика». Хыпарсен кăларăмĕ (12+)
«Эх, юррăм, янăра» (12+)
«Республика». Информационная программа (12+)
«Правовое поле» (12+)
«Аттила» (12+)
«Эпир пурнатпăр». Типшĕм Сашук концерчĕ (12+)
«Республика». Информационная программа (12+)
«Эпир пурнатпăр». Типшĕм Сашук концерчĕ (12+)
«Чăвашла калаçар» (12+)
«Чувашия в лицах» (12+)
«Юратсан юрлас килет». Камит (12+)
«Первая Мировая» (12+)
«Республика». Хыпарсен кăларăмĕ (12+)
«Татьянина ночь». Многосерийный фильм (12+)
«Республика». Информационная программа (12+)
«Опыты дилетанта» (12+)
«Кулинарная школа» (12+)
«Республика». Хыпарсен кăларăмĕ (12+)
«Последний янычар» (12+)
«Республика». Информационная программа (12+)
«Свои-2». Многосерийный фильм (16+)
«Не факт!» (12+)
«Ми-ми-мишки». Мультфильм, дублированный на чувашском языке (6+)
«Республика». Информационная программа (12+)
«Выдающиеся спортсмены» (12+)
«Утро с книгой» (12+)
«Страна слепых» (12+)
«Эрне». Хыпарсен тишкерĕвĕ (12+)
«Республика». Информационная программа (12+)
«Чебоксарское время» (12+)
«Ламран лама» (12+)
«Вăрмана юлнă çамрăклăх». Драма (12+)
«Республика». Информационная программа (12+)
«Çулсем тата рольсем». А. Ургалкин (12+)
Лица компании
Наш уникальный коллектив — особая гордость

Программа телепередач

ПнВтСрЧтПтСбВс