Видеоматериалы

Малашлăх пур

Улатăр, Вăрнар, Йĕпреç тата Пăрачкав. Тăватă районта Чăваш Республикин аталанăвĕн комплекслă программине мĕнлĕ ĕçе кĕртнине, муниципалитетсен малашлăхне паян экономикăн Аслă канашĕн ларăвĕнче сӳтсе яврĕç. Республикăри кашни районăн хăйĕн аталану çул-йĕрĕ. Çут çанталăк панă пурлăхпа, патшалăх тивĕçтерекен çăмăллăхпа туллин усă курма пĕлмелле. Сăмахран, Пăрачкав тăрăхĕнче артезиан шывне туса илеççĕ. Иртнĕ çулта кăна 430 000 савăт ытла сутнă. Районта çутçанталăк пуянлăхĕсем те сахал мар. Кашни çулах 300 000 тонна таран гипс чулне кăлараççĕ. Çапах та çивĕч ыйтусем те чылай. Тĕслĕхрен, квалификациллĕ кадрсем çитменни, районтан çынсем куçса кайни, юхăннă çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртесси тата ытти те. Йĕпреç районĕнче комплекслă программăпа килĕшӳллĕн пĕр миллиард ытла тенкĕлĕх коммерци шайĕнчи тата инфратытăма аталантарма 800 миллион тенкĕлĕх проектсем палăртнă. ИГОРЬ СЕМЕНОВ: «Паянхи куна илсен, икĕ çул хушшинче коммерци проекчĕсене 560 миллион тенкĕлĕх тунă бюджет укçипе 200 миллона яхăн ĕçсем тунă. 2021 çула илсен шкулсем садиксем чылай ремонт турăмăр. 140 миллион тенкĕлĕх çулсем тунă». Йĕпреçсене пăшăрхантаракан ыйтусем те пур. М-12 çул тунипе районти çулсем аркансах пĕтнĕ. Каяш купине те рекультивацилемелле. Ăна валли проектпа смета хучĕсем хатĕр. 2025 çулчен ĕçе туллин пурнăçлама палăртаççĕ йĕпреçсем. Ларура кашни района аталанма мĕн чăрмав кӳнине тĕплĕн пăхса тухрĕç. Вĕсене парăнтмармалли мелсене палăртрĕç. Алексей Зотиков, Юрий Марков

Сегодня в эфире

Программа передач на 26.06.2022
«Пленарное заседание Чебоксарского экономического форума» (12+)
«Вне закона. Преступление и наказание» (16+)
«Удиви меня» (12+)
«Прокуроры 4» (12+)
«Катя и Эф». Мультипликационный фильм (6+)
«В погоне за чудом» (12+)
«Территория здоровья» (12+)
«Нулевой километр» (12+)
«Наброски судьбы» (12+)
«Удиви меня» (12+)
«Самана» (12+)
«В погоне за чудом» (12+)
«Ырă кăмăлпа» (12+)
«Вне закона. Преступление и наказание» (16+)
«Пленарное заседание Чебоксарского экономического форума» (12+)
«Прокуроры 4» (12+)
«Кушар». Спектакль (12+)
«Зарядим stream» (6+)
«Чăвашла калаçар» (12+)
«Цифровой код» (12+)
«Общественный тренд» (12+)
«НаоБУМ» (12+)
«Наброски судьбы» (12+)
«Ырă кăмăлпа» (12+)
«Отличные студенты» (12+)
«Ывăлсем». Илемлĕ фильм (12+)
«Ылтăн çÿпçерен» (12+)
Лица компании
Наш уникальный коллектив — особая гордость

Программа телепередач

ПнВтСрЧтПтСбВс