Видеоматериалы

Мухтавлă ентешсемпе

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев 2022-мĕш çул Чăваш Енре паллă ентешсен çулталăкĕ тесе палăртнă. Çавна май Чăваш Республикин Наци библиотеки «Мухтавлă ентешсемпе пĕрле 365 кун» проект хатĕрленĕ. Ырă пуçару кашни кунах чăваш çĕрĕн мухтавлă çыннисемпе паллаштарать. Вĕсен хушшинче ӳнерçĕсем, спортсменсем, актерсем, çыравçăсем, республикăн малашлăхĕшĕн тăрăшакан ытти паллă ентешĕмĕр те пур. «Мухтавлă ентешсемпе пĕрле 365 кун» проект вăл ятарлă сайт. Унта республика аталанăвĕшĕн пĕлтерĕшлĕ ĕç тунă ентешĕмĕрсемпе ун тулашĕнчи хастарсене те кĕртнĕ. ГАЛИНА БЫКОВА: «Меллĕ усă курмашкăн эпир вĕсене рубрикăсене уйăрса патăмăр. Кунта тĕрлĕ социаллă тата тĕрлĕ производство сферисенче ĕçлекенсемпе паллашма май пур. Унсăр пуçне çак паллă çынсене эпир районсемпе хуласем тăрăх та уйăрса патăмăр тата ятарлă раздел вăл персона дня ятлă. Кунта вара кашни кун улшăнса пыракан информаци. Паян кĕрсе вуласан паян çуралнă çынсене вуласа пĕлме пулать». Сайтра кашни мухтавлă ентешĕмĕр пирки тĕплĕ çырса кăтартнă. Вăл ăçта çуралнă, ĕçленĕ тата мĕнлĕ çитĕнӳ тунă тата библиографи списокĕ те пур. ГАЛИНА БЫКОВА: «Ку сайт пĕрремĕш январьте ĕçлеме пуçларĕ. Сайт çине тухма пулать пирĕн тĕп библиотека сайчĕ урлă тата министерство сайчĕ çинче те ун çине ссылка пур. Эпир чăваш халăхĕ Чăваш Енĕн паллă çыннисемпе паллашса вĕсемпе мăнаçланса, вĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе мухтанса тата малалла хăйсен ĕçĕсене аталантарса пырасса питĕ шанатпăр». «Мухтавлă ентешсемпе пĕрле 365 кун» проекта Чăваш Республикинчи паллă пулăмсене тата пултаруллă ентешсем çинчен пухса пынă электронлă базăна тĕпе хурса хатĕрленĕ. Ăна наци вулавăшĕ тĕп архивсемпе 2007-мĕш çултанпа йĕркелесе пырать. Паянхи кун электронлă майпа 6 000 яхăн справка упранать. Ун тăрăх кашни çул паллă пулăмсен календарьне пичетлесе кăлараççĕ. Елизавета Цветкова, Бахтияр Велиев

Сегодня в эфире

Программа передач на 24.03.2023
«Эрне». Хыпарсен тишкерĕвĕ (12+)
«Последняя неделя». Многосерийный фильм (12+)
«Лекс и Плу. Космические таксисты». Мультипликационный фильм (6+)
«Республика». Хыпарсен кăларăмĕ (12+)
«Çĕнтерÿ паллисем» (12+)
«Республика». Информационная программа (12+)
«Символы Победы» (12+)
«Мой бедный Марат» (12+)
«Ир пулсан» (12+)
«Республика». Информационная программа (12+)
«Ир пулсан» (12+)
«Служба спасения» (12+)
«Общественный тренд» (12+)
«Çерем çинчи çиçĕм». Трагикомеди (16+)
«Химия нашего тела. Сахар» (12+)
«Республика». Хыпарсен кăларăмĕ (12+)
«Больше, чем любовь» (12+)
«Республика». Информационная программа (12+)
«Наследники». Многосерийный фильм (12+)
«Республика». Хыпарсен кăларăмĕ (12+)
«Наследники». Многосерийный фильм (12+)
«Республика». Информационная программа (12+)
«Дело N» (12+)
«Последняя неделя». Многосерийный фильм (12+)
«Планета Ай». Мультипликационный фильм (6+)
«Республика». Информационная программа (12+)
«Последняя кража» (12+)
«Эрне». Хыпарсен тишкерĕвĕ (12+)
«Республика». Информационная программа (12+)
«Кил ăшши» (12+)
«Савăнатпăр чăвашла». Халăх ташшисен «Сувар» ансамблĕн концерчĕ (6+)
«Республика». Информационная программа (12+)
«Эх, юррăм, янăра!» (12+)
Лица компании
Наш уникальный коллектив — особая гордость

Программа телепередач

ПнВтСрЧтПтСбВс