Видеоматериалы
«Атăлçи театрĕ» фестиваль иртрĕ
«Маяк», «Манăн атте – кайăк», «Кивĕ керменĕн вăрттăнлăхĕ» тата ытти те. Чăваш Республикинче «Атăлçи театрĕ» фестивале пĕтĕмлетрĕç. Кăçалхипе вăл виççĕмĕш хут иртрĕ. Сцена çинче «Маяк» спектакль. Ăна Совет поэтне Владимир Маяковскине халалланă. Тĕп вырăнта – юрату виçкĕтеслĕхĕ. Владимир Маяковский Лили Брика кăмăлланă. Анчах та унăн Осип мăшăрĕ пулнă, çапах та поэта ку чăрмантарман. Чылай вăхăт вĕсем пĕр хваттерте виççĕн пурăннă. Выçлăх çулĕсене е шартлама сивĕре вара пĕр пӳлемре кун кунланă. Спектакль пĕр актран кăна тăрать, унта пĕр сăмах та çук. Туйăмсене, тĕп шухăша артистсем илемлĕ хускану ăсталăхĕ урлă уçса параççĕ. ЕВГЕНИЙ ЕВГРАФОВ: «Студентсене пысăк тав сăмахĕ каласшăн. Вĕсем çур çул пирĕнпе пурăннă. Пирĕнпе ĕçленĕ. Çимесĕр, ĕçмесĕр çавăн пек пирĕн спектакль пулчĕ». Шар курни харама каймарĕ. «Маяк» спектакль çамрăк ушкăнсен йышĕнче çĕнтерӳçĕ ята тивĕçрĕ. Çак номинацинчех «Манăн атте – кайăк» спектакль иккĕмĕш вырăн йышăнчĕ. Тӳресем кунта вылякан артистсене те палăртмасăр хăвармарĕç. ИРИНА ПЕТРОВА: «Эпĕ «Чи лайăх хĕрарăм сăнарне калăплакан» номинацинче çĕнтертĕм. Чăнах та, эпĕ питĕ савăнăçлă. «Манăн кайăк – атте» спектакле эпĕ чун-чĕререн юрататăп». Ирина Петрова виççĕмĕш курсра вĕренет. Вăл пулас филолог. «Аслă шкула килнĕренпе театра юратса пăрахрăм. Вăл манăн пурнăçра пысăк вырăн йышăнать», – тет студент. «Ку манăн кăна мар, пирĕн театрăн çĕнтерĕвĕ», – палăртать вăл. СЕРГЕЙ ПАВЛОВ: «Фествиаль мана питĕ хавхалантарчĕ, савăнтарчĕ, мĕншĕн тесен эпĕ ку таранччен шутланăччĕ театрпа сахал интересленеççĕ тесе. Шел пулин те, эпĕ тĕрĕс мар шутланă. Питĕ нумай театрпа çыхăнман вĕренекенсем ĕçлеççĕ, интересленеççĕ». Фестивальте палăрнисем Чăваш Ен чысне Атăлçи тăрăхĕнче хӳтĕлĕç. Алексей Зотиков, Екатерина Никитко, Юрий Марков